Конспект урока по чувашскому языку на тему Глаголан хальхи вахаче (5 класс)


Тема: Глаголӑн хальхи вӑхӑчӗ
Тӗллевӗсем:
1) вӗрентӳ тӗллевӗ: глаголӑн хальхи вӑхӑтне пӑхса тухасси,вӗсен сӑпатланӑвне пӑхса тухасси;
2) аталантару тӗллевӗ: хальхи вӑхӑтри глаголсене пуплевре тӗрес усӑ курма хӑнӑхтарасси, вӗсене тӗрӗс çырма вӗрентесси;
3) воспитании тӗллевӗ: чӗр чун тӗнчипе паллашасси, ӑна юратмалли, сыхламалли çинчен асӑрхаттарасси.
Урока кирлӗ хатӗрсем :интерактивлӑ доска, презентации
Урок юхӑмӗ: 1. Сывлӑх сунни, дежурнӑя итлени2.Фонозарядка: - Урока пуçличчен чӗлхесене çемçетсе илер-ха Çемен çимен пиçене,
Çемен çинӗ иçӗме
3.Килти ӗçе тӗрӗслени.
а) предложенисене вулани, глаголсене тупса палӑртни
ӑ) чӑваш чӗлхинчи глаголӑн пуçламӑш форми мӗнле ыйтӑва хуравлать?
- пуçламӑш формӑра глагол мӗн ту? ыйтӑва хуравлать-тӗрӗс.
4.Çӗнӗ темӑпа ӗçлени. Тӗллевсемпе паллаштарни-хальхи вӑхӑтри глаголсене пӑхса тухӑпӑр,вӗсене сӑпатлама вӗренӗпӗр, текстра тупса палӑртма хӑнӑхӑпӑр.
1)) Ыйтусемпе ӗçлени: Мӗн вӑл глагол ?(вырӑсла калама та юрать)
2) диалогпа ӗçлени, вырӑслана куçарни.
3) хӑш сӑмахсем ӗçе пӗлтереççӗ?
4) ӗçсем хӑш вӑхӑтра пулса иртеççӗ?
-Çапла, хальхи вӑхӑтра.
5) Правилӑпа ӗçлени. Хальхи вӑхӑтри глаголсен ыйтӑвӗсемпе паллашниПӗреллӗ хисеп нумайлӑ хисеп1с. Мӗн тӑватӑп? 1с. Мӗн тӑватпӑр?
2с. Мӗн тӑватӑн? 2с. Мӗн тӑватӑр?
3с. Мӗн тӑвать? 3с. Мӗн тӑваççӗ?
5. Глаголсем сӑпат тӑрӑх улшӑннине пӑхса тухасси,вӗсен ыйтӑвӗсене пӑхса тухни (слайдсемпе ӗçлени), глаголсене сӑпатлани, 3с. Глаголсен вӗçленӗвӗ çинчен асӑрхаттарни.
Пӗреллӗ хисеп1с. Эпӗ сикетӗп 1с. Эпӗ вулатӑп2с. Эсӗ сикетӗн 2с. Эсӗ вулатӑн
3с. Вӑл сикет 3с вӑл вулать
Нумайлӑ хисеп1с. Эпир сикетпӗр 1с. Эпир вулатпӑр2с. Эсир сикетӗр 2с. Эсир вулатӑр3с. Вӗсем сикеççӗ 3с. Вӗсем вулаççӗ
6.Физминутка Тӑрӑр!Чупӑр! Сикӗр!Вӗçӗр!Ишӗр!Ларӑр!
Володя тӑр! -Володя мӗн тӑвать? -тӑрать
Лера иш! –Лера мӗн тӑвать? -ишет7.Çыру ӗçӗ. 2-мӗш хӑнӑхтару. Глаголсем патне ыйтусем лартса çырса илесси.
8. Текстпа ӗçлени.
1)Черетпе вуласа вырӑслана куçарни.
2)(слайд) кӑвак кит çинчен калани, çут çанталӑка сыхламалли çинчен асӑрхаттарни.
3) текстра хальхи вӑхӑтри глаголсене тупса палӑртни.
(вӑхӑт юлсан ыйтусемпе ӗçлени)
9. Урока пӗтӗмлетни.
Хальхи вӑхӑтри глаголсем çинчен мӗн пӗлтӗмӗр?
Мӗнле ыйтусем çине хуравлать?
3с. хӑçан « ь» палли çырмалла?
Миçемӗш сӑпатра мӗнле хисепре икӗ «çç» çырмалла?
Ачасен ӗçне хаклани10. Килти ӗç. Ыйтусене хуравлама.
Вӑхӑт юлсан. Çак сӑвӑра хальхи вӑхӑтри глагол пур-и?
Кам пире ачашшӑн
Лӑпкать пĕчĕкрен.
Чипер ҫын тӑвасшӑн
Çунать чĕререн?
Кам пултӑр? Пĕлеҫҫĕ
туссем вӑл камне:
Вӑл пирĕн телей-ҫке,
Вӑл пирĕн анне!


Приложенные файлы


Добавить комментарий