Конспект открытого урока Охрана окружающей среды — долг каждого из нас


ÇУТ ÇАНТАЛĂКА УПРАССИ – КАШНИ ÇЫННĂН ТИВĔÇĔ
(7 класра ирттермелли урок)
Сапăрлăх тĕллевĕ: çут çанталăк çинчен вĕреннине аса илесси; кайак пурнаçĕ, хуйхи-суйхи çинчен калаçнă май вĕсем çинчен каласа пама вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: пулмалли причасти формисене аса илсе çирĕплетесси.
Аталантару тĕллевĕ: кайăксене упрас, пулăшас туйăма ачасен чунĕнче хускатасси.
Урок меслечĕсемпе мелĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, «пресс-конференци», шырав, предложени, аудировани, илемлĕ вулав, кластер, синквейн, ваттисен сăмахĕсем, кроссворд, текст.
Пуплеве аталантарасси: вуланă текстпа усă курса шухăша çирĕплетесси; диалог йĕркелесси; палăртуллă калаçасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: кайăк ÿкерчĕкĕсем, дидактика ĕçĕсем, «кайăк юрри» аудиодиск, «Чăваш ен çĕр-шывĕ» видеоролик, презентаци, компьютер, проектор.
Урок тĕсĕ: интеграци урокĕ.
Урок эпиграфĕ: 1. Çĕмĕрме çăмăл, юсама вара питĕ йывăр.
2. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Ват. сăм.)
Урок юхăмĕI. Класа йĕркелени. Вĕреннине аса илни.
1. Фонетика зарядки.
Ытарайми тăван тавралăх,
Куç тулли кунта илем!
Мĕн чул хурăнлăх, йăмралăх,
Кÿлĕсем, юхан шывсем…
II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни.
1. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси.
– Паян эпир сирĕнпе çут çанталăкри тĕп проблемăсем çинчен, хамăр Çĕр аннемĕре мĕнле сыхласси çинчен калаçăпăр, пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе паллашăпăр.
2. Çут çанталăк сăмахпа кластер тăвасси.
– Мĕн-ши вăл çут çанталăк?
«Экологи» грек чĕлхинче «пÿрт», «ăслăлăх» тенине пĕлтерет. Çак «çуртра» чĕр чунсем, кайăксем, ÿсен-тăран, хурт-кăпшанкă пурăнаççĕ. Ку çурт питĕ пысăк. Ку вăл – пирĕн Çĕр аннемĕр.
3. Урок эпиграфĕпе паллаштарасси.
1) Çĕмĕрме çăмăл, юсама вара питĕ йывăр.
2) Чавса çывăх та, çыртма çук. (Ват. сăм.)
4. Кĕнекери «Кайăк хуйхи-суйхи» текстпа ĕçлесси.
1) Словарь ĕçĕ ирттересси:
Кайăк хуйхи-суйхи – птичьи заботы.
Мăй таран – по горло.
Чĕпписене тăраниччен çитермелле – птенцов надо кормить досыта.
Пусма лармалла – надо высиживать птенцов.
Тĕпсĕр хырăмлă – прожорливые.
Çуната çĕклейми пулса çитетĕн – перестаешь поднимать крылья.
Шăна кайăкĕ – мухоловка.
Пытанма вĕрент – учить скрываться, прятаться.
Хăлат – коршун.
Кун каçа – в течение дня.
Чарлан – чайка.
Ăсан чееленет – тетерев хитрит.
Чирлĕ е аманнă пек тăвать – прикидывается больным или раненым.
Кăрăпчак – вальдшнеп.
а) Вĕрентекенĕн кăтартуллă вулавĕ. Текста ăшра вуласси.
ă) 1-мĕш абзаца ачасем черетпе вулаççĕ, куçараççĕ.
б) 2-мĕш абзаца вулаççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ.
– Кайăксем чĕпĕ кăларнă хыççăн мĕн тăваççĕ?
в) 3- мĕш абзац тăрăх суйлавлă вулав ирттересси.
1) Птицы своих птенцов спасают по-разному. 2) Чайки на коршуна и лису нападают стаями. 3) Тетерев хитрит, заметив врага притворяется больным или раненым. 4) Вальдшнеп своих птенцов уносит когтями.
4) Текст тăрăх ыйтусемпе ĕçлесси.
– Текстра мĕнле-мĕнле кайăксене асăннă? Вĕсене ÿкерчĕкре кăтартма пултаратăр-и? (Экран çинче тĕрлĕ кайăк ÿкерчĕкĕсем. Ачасен текстра асăннă кайăксене кăтартса тухмалла.)
– Кайăксен мĕн-мĕн тумалла?
– Кун каçиччен чĕпписене миçе хутчен çитереççĕ?
– Кайăксем чĕпписене мĕнле-мĕнле майпа тăшманран хăтараççĕ?
– Кайăксем мĕнле ырă ĕçсем тăваççĕ?
– Хăш кайăксене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ?
5) Çыру ĕçĕ.
– Каким причастием выражены сказуемые?
– Кайăксен мĕн-мĕн тумалла?
г) Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси:
– ваттисен сăмахĕсен вĕçĕсене тупасси;
– вырăсла куçарасси;
– текстпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсене палăртасси;
– çак ваттисен сăмахĕсенчен хăшĕсем экологи темипе çыхăннине тупса палăртасси.
1) Кайăк та хăйнеа) … юр каять.
2) Ēç мар, этеме …ă) … валли пÿрт тăвать.
3) Курак килет – …б) … хăвăнах ĕçмелле пулĕ.
4) Çĕмĕрме çăмăл, …в) … çыртма çук.
5) Чавса çывăх та, …г) … юсама вара питĕ йывăр.
6) Çăла ан сур – …д) … хуйхă чире ярать.
7) Касма çăмăл, … е) … хĕрри çук.
8) Çут тĕнчен … ĕ) … ÿстерме йывăр.
5. Кану саманчĕ. (Ачасем юрлаççĕ. Кĕвви «Çумăр çăвать» юррăн)
Шăппăн тăрăр. (2 хут)Эй, савнă тусăм,
Çут çанталăка çăлар.Итле-ха эс мана.
Эп сыхлатăп, эп шăлатăп, Эпĕ саватăп,
Тасататăп урама. Саватăп таврана.
6. Предложенисем йĕркелесси.
Пирĕнтăп-тăрă юхан шывпуян вăрмантаса сывлăшпачĕвĕл-чĕвĕл кайăк юрринеянкăр тÿпенетутлă чечек шăршипекурас килетитлес килетсывлас килет7. Пĕтĕмлетÿ туни.
– Çут çанталăка упрас тесен мĕн-мĕн тумалла?
Ачасен хуравĕсем:
– Çĕр çинче мирлĕ пурăнмалла;
– Çĕр эрозине пĕтерес тĕллевпе йывăçсем лартмалла;
– Кайăксене тăрантармалла;
– Çурхи чечексене татмалла мар;
– Чĕр чунсене тытмалла мар, вĕлермелле мар;
– Пуриншĕн те тус-юлташ пулмалла.
– Çут çанталăк пуянлăхне упрамалла, сыхламалла;
Вĕрентекен:
Çакă çутă тĕнчереВăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинчеХуçа пулса вăл тăрать.
– К.В. Иванов çырнă сăвă йĕркисене эсир мĕнле ăнланатăр? Çĕр пуянлăхне камăн упрамалла?
III. Вĕреннине çирĕплетни. Пĕтĕмлетни.
1. Кайăксем сăмахпа синквейн йĕркелесси.
кайăксемусăллă, хитревĕçет, юрлать, савăнтаратьКайăксем хитре юррисемпе пире савăнтараççĕПуянлăх!
IV. Тупмалли юмахсем.
V. Киле ĕç пани. Ачасен пĕлĕвне хаклани.
Кластерпа усă курса кайăксем çинчен каласа пама хатĕрленмелле.

Приложенные файлы


Добавить комментарий