План урока по чувашскому языку Cулталaкaн пур вaхaчe те илемлe


Урок теми: Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ.
Урок тĕсĕ: информаципе коммуникаци мелĕпе усă курса ирттернĕ хутăш урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ пулни çинчен калаçасси.
Тăван Ен илемне курма вĕрентесси, культурипе интересленме вĕрентесси.
Ушкăнпа ĕçлеме тата пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси.
Пĕлӳ тĕллевĕ:
«Мĕншĕн ачасем çуллана юратаççĕ?» текста вуласси, ыйтусем çине хуравласси, пуплеве аталантарасси.
Вĕренекенсене хăйсен юратнă вăхăчĕ çинчен тĕрĕс те илемлĕ каласа пама вĕрентесси.
Ĕçхĕлĕн хальхи тата иртнĕ вăхăчĕн формисене тĕрĕс уса курма вĕрентесси.
Аталану тĕллевĕ:
1.Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, предложенисене тĕрĕс йеркелеме хăнăхтарасси, чăвашла илемлĕ калаçма вĕрентесси, сăмах йышне пуянлатасси.
Мелсемпе меслетсем:
Вĕрентекен сăмахĕ, фонетика зарядки, вулав, калаçу, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, ыйту-хурав, çыру.
Чĕлхе теорийĕ:
Ĕçхĕлĕн хальхи тата иртнĕ вăхăчĕн формисем.
Танлаштару.
Словарь ĕçĕ: çулçӳрев – путешествие
çилхе – грива
пиçен – чертополох
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран ,кĕнеке ,ĕç тетрачĕ.
Курăмлăх хатĕрĕсем: Power Point программăпа хатĕрленĕ слайдсем, ӳкерчĕксем.Урок юхăмĕ.
I.Класа йĕркелени:
а) дежурнăй сăмахĕ;
ă) фонозарядка;- Урока пурте хатĕр, кăмăлĕсем пурин те питĕ лайăх. Эсир пурте паян урокра аван ĕçлессе, чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçаса шанатăп.
- Айтăр-ха чĕлхесене çемçетер:
Шăппăн ларăр,шăппăн ларăр,
Урок пырать ку класра.
Эп çыратăп, эп вулатăп,
Калаçатăп чăвашла.
II.Килти ĕçе тĕрĕслени.- Ачасем, иртнĕ чĕрĕкре эпир сирĕнпе «Юратнă çулталăк вăхăчĕ» темăпа проектсем тума пуçларамăр. Ăна сирĕн каникулта туса пĕтермеллеччĕ. Эпĕ ăна паян урок тăршшĕпе тĕрĕслетĕп.
III. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни:
- Калăр-ха тархасшăн, çулталăкри мĕнле пулăмсене çын ниепле те улăштараймасть? Вĕсем хăйсемпе хăйсем пулса иртеççĕ, çынран, унăн кăмăлĕнчен килмеççĕ? Çак ӳкерчĕксем çине пăхăр-ха.
- Çулталăк вахăчĕсем.
- Вĕсем пурте илемлĕ, пире пурте килĕшеççĕ.
- Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ.
- Тĕрĕс. Паян урокра эпир сирĕнпе çулталăк вăхăчĕсем çинчен калаçăпăр.Вĕсем сире мĕншĕн килĕшни çинчен каласа паратăр. Çĕнĕ сăмахсемпе паллашса текстпа ĕçлĕпĕр.Сирĕн вара хăвăр чăвашла мĕнле калаçма пултарнине, шухăшлама пĕлнине кăтартма тăрăшмалла.
IV. Умĕнхи калаçу. Кĕркунне.
- Ачасем, халĕ мĕнле çулталăк вăхăчĕ?
- Кĕркунне.
- Эпир кĕркуннене мĕнле пайсем çине пайлатпăр?
- Ылтăн кĕркунне тата хура кĕркунне.
- Ылтăн кĕркунне паллисене калăр-ха.
-Ачасем шкула каяççĕ.
- Çулçăсем саралаççĕ.
- Кайăксем кăнтăра каяççĕ.
- Пахча-çимĕç пулса çитет.
- Хура кĕркунне паллисене калăр-ха.
- Яланах çумăр çăвать.
- Урамра пылчăк çăрăлать.
- Çанталăк сивĕтет.
- Кĕркунне камăн чи юратнă вăхăчĕ?
- Катьăпа Кристина каласа парасшăн.
- Кĕркунне хыççăн мĕнле çулталăк вăхăче çитет?
- Хĕлле.
-Хĕлле паллисем хăшĕсем?
- Юр çăвать.
- Сивĕсем пуçланаççĕ.
- Çĕнĕ çул килет.
- Хĕлле уйăхĕсене аса илер-ха.
- Чи сивĕ уйăхсем: Раштав, Кăрлач, Нарăс.
V. Çĕнĕ темăна ăнлантарни. «Хĕл илемĕ» сăвăпа ĕçлени.
- Хĕлле çинчен илемлĕ сăвă вуласа парасшăн.
1.Учитель вуласа парать.
Хĕл илемĕ.
Мамăк чăмăркки пек кăпăш юр пир тĕрки – рулон льняной ткани
Лăпкăн çаврăнса вĕçсе анать. сарăнса - растилаясьШыв хĕрри йамралăхĕ шап-шур, кĕленче - стекло
Çурхи çĕмĕрт евĕр туйăнать. карăн - протянись
Çĕнĕ пир тĕрки пек сарăнса, тивлет - счастье
Çĕр питне хупларĕ капăш тум. кăчăр шăнчĕ хум –волна начала замерзать
Кĕленче кĕперĕн карăнса, тĕллĕн-тĕллĕн - местами
Тĕллĕн-тĕллĕн кăчăр шăнчĕ хум.
Улăп сăрчĕ çумĕнчи вăрманТăхăнать тухья, çакать тевет.
Тăван çĕр, ялан илем пур сан –
Ырă туйам çуратан тивлет.
Ю.Петров
2. Ачасем пĕрер куплет вуласа куçараçсĕ.
3.Мĕнле танлаштарусем усă курать поэт?
- мамăк – юр; йăмралăх – çурхи çĕмĕрт; пир тĕрки – кăпăш юр; кĕленче кĕпер – пăр; çулçăсем – тухья, тевет.
4.Мĕн вăл тухья, тевет? Халĕ çынсем тăхăнаççĕ-и?
5.Ю.Петров поэт хĕллене юратни хăш йĕркесенче курăнать?
6. Сире ачасем, хĕлле килĕшет-и? Мĕншĕн?
- Людăпа Настя калаçаççĕ.
Кану саманчĕ.
VI. Çуркунне.
- Хĕлле иртсе каять те çуркунне çитет. Çуркунне паллисене калăр-ха тархасшăн.
- Юр ирĕлет.
- Йывăçсем çулçă кăлараççĕ.
- Ăшă кунсем пуçланаççĕ.
- Çуркунне камăн чи юратнă вăхăчĕ?
Селютина К. каласа парать.
VII. Текстпа ĕçлени. Учебник. 60 стр.
- Çуркунне хыççăн мĕнле çанталăк вăхăчĕ çитет?
- Çулла.
- Çулла çитнине эпир мĕнре куратпăр? Çулла паллисене калăр-ха.
- Ăшă.
- Ачасем шыва кĕреççĕ.
- Лĕпĕшсем вĕçеççĕ.
-Çырласем пиçсе çитеççĕ.
- Учебниксене 60 страницăна уçатпăр. 4-мĕш хăнăхтару. Ачасем çуллана мĕншĕн юратни çинчен каласа параççĕ. Айтăр-ха вуласа пĕлер.
1.Ачасем пĕрерĕн текста чăвашла вулаççĕ, мĕн ăнланнине каласа параççĕ.
2. Çĕнĕ сăмахсемпе предложенисене тупаççĕ.
- Сиртен кам çуллана килĕштерет?
Ваня, Кристина каласа параççĕ.
- Кĕнекесенче 7-мĕш хăнăхтару тупрăмăр. Унта икĕ йăнăш пур. Вĕсене тупма тăрăшăр. Итлесе пăхăр-ха.
- Сăвă мĕн çинчен?
- Мĕнле йăнăшсем тупрăр?
- Тĕттĕм – çутă; çуркунне – кĕркунне.
- Пиçен ăçта ӳснĕ? Вăл хăш пахча çимĕçе ӳсма чăрмантарнă?
VIII. Урока пĕтĕмлетни.
- Урок вĕçленсе пырать. Эпĕ сире илемлĕ юрăн пĕр куплетне итлеттересшĕн. Вăл вырăсла. Ăна Людмила Сенчина юраçă юрлать.
Юрă.
- Çак юрăпа эпир хамăр урока вĕçлеетпĕр-и? Унăн содержанийепе пирĕн урок теми килĕшсе тăрать.
IХ. Килти ĕç пани.
- Килте сирĕн учебникри 11-мĕш хăнăхтарăва пурнăçламалла.Х .Урока пĕтĕмлетни.
- Урокра аван ĕçленĕшĕн Катьăна ……. «5» паллă лартса паратăп.

Приложенные файлы


Добавить комментарий